Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗрле, дефиспа е уйрӑм ҫырасси (ОП)

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

73§. Пӗрле ҫырмалла:
1. Калькӑласа кӗскетсе тунӑ мӗн пур хутлӑ сӑмаха: райхаҫат, ялкор, литпӗрлешӳ, бензопӑчкӑ, автохуҫапӑх, политпай, электроҫутӑ.
2. -Ах(-ех) татӑка: аванах, паянах, ҫитсенех.
3. Пайӑр мар ятсен ҫыхӑнӑвӗнчен пулнӑ ял ячӗсене: Вӑрманкас, Карӑкҫырми, Вӑтапуҫ, Кӳлхӗрри, Ҫӗньял, Хурӑнуй, Ҫичпӳрт, Пӗчченхыр.

Асӑрхаттарни. Пайӑр мар ятсен ҫыхӑнӑвӗнчен тӑракан шыв-шур, ҫырма-ҫатра, улӑх-ҫаран ячӗсене уйрӑм ҫырмалла: Автан ҫырми, Мӑнулӑх, Утар ҫучӗ, Чакак варё, Лкӑш кӳлли, Малти улӑх.

4. Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ аббревиатура формине улӑштарма пулать, ун пек чухне аффикссене пӗрле ҫырмалла: ГИТИСран, ООНра.
74§. Дефиспа ҫырмалла:
1. Ик хут калакан сӑмахсене: пысӑк-пысӑк, хӑш-хӑш, тӗлме-тӗл, ларсан-ларсан, пин-пин, ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ, ҫултан-ҫул, хӑш-хӑшне.
2. Сӑмахӑн пӗр-пӗр пайне икшер хут каланӑ чух: ҫӗп-ҫӗнӗ, кӑн-кӑвак, ҫап-ҫамрӑк.
3. Мӑшӑр сӑмахсене: уй-хир, шыв-шур, лару-тӑру, ватӑ-вӗтӗ, хаҫат-журнал, виҫ-тӑват, паян-ыран, шӑй-шай, йӑлтӑр-ялтӑр, хӑр-хар, ай-уй, хӑшӗ-пӗри, хӑш-пӗр.
4. Пӗр тан ӑнлава палӑртакан сӑмахсен пӗрлешӗвне: чӑвашла-вырӑсла-венгрла (словарь), шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ (ялав).
5. -Ха, -ҫке, -и, -ши, -им, -шим,-мӗн, -тем, -тӑр(-тӗр), -иҫ татӑксене: вула-ха, ҫӗнӗ-ха, вӑл та-ха, аван-ҫке, эсӗ те-ҫке, пур-и? килте-и? сывах-ши? вӑл та-ши? таврӑннӑ та-мӗн, пӗлнӗ-тем, ӗлкӗрет-тӗр, кунтах-иҫ.
6. Шухӑш енчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмаха: пы-ысӑк ҫурт, вӑ-ӑрӑм ҫул, ва-атӑ карчӑк, ҫӳ-ӳрет пахчара, ла-аратъ тӗпелте.
7. Аффикс йышӑннӑ араб цифрине: майӑн 9-мӗшӗ, октябрӗн 7-мӗшӗ, 3-мӗш ретре, 15-шер тенкӗ.
75§. Уйрӑм ҫырмалла:
Сӑмах майлашӑвӗсене вӗсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине пӑхмасӑрах, тӗпрен илсен, уйрӑм ҫырмалла: ӗҫ укҫи, ӗҫ ҫынни, ӗҫ халӑхӗ; ял хуҫалӑхӗ, вӑрман хуҫалӑхӗ; хур ҫӑмарти, пит ҫӑмарти; кукша пуҫ, кӑвакал ури, кӑвакарчӑн куҫӗ, чӑрӑш тӑрри, утмӑл турат; хӗрлӗ ҫунат, хӗрлӗ пӗсехе, вӗлтрен тӑрри т. ыт. те.
Асӑрхаттарни. Текста тӗрӗс ӑнланма чӑрмантарман чухне сӑмах майлашӑвӗсене уйрӑм сырмалла. Ҫапах та ҫынсен ӑс-тӑнӗнче чылӑй сӑмах ушкӑнне вӗсен пӗлтерӗшӗпе формине кура пӗр сӑмаха пӗрлештерес туртӑм пур. Ҫак туртӑмпа килӗшӳллӗ, ку таранччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене малашне те ҫаплах ҫырма юрать: авӑнҫи, айсарӑм, акапуҫ, акатуй, акаҫи, алӑсталӑх, алӑстаҫӑ, ӑлӑсти, алӗҫ, алпалли, алҫыру, алылмаш, арҫын, арҫури, амаҫури, атпӑри, ӑҫтиҫук, ӗҫкунӗ, кӗлту, кӗраки, мӑнакка, мӗнпур, пурпӗр, пуҫхӗрлӗ, сакай, сӑнӳкерчӗк, сӑхсӑх, сухапуҫ, ҫӑматӑ, ҫӗршыв, ҫураки, ҫутӗҫ, улатакка, хӗрача, хытхура, чӗрҫитти, чупту, шурӑмпуҫ, шурут; тунтикун ... вырсарникун; вунпӗр ... вунтаххӑр, сакӑрвуннӑ, тӑхӑрвуннӑ, икҫӗр ... тӑхӑрҫӗр; икчӗлхелӗх, пӗрпеклен, ҫулҫӳрев, тавракурӑм, тӗлпулу т. ыт. те.
Пӗрле ҫырассине текста тӗрӗс те уҫӑмлӑ ӑнланӑссипе ҫыхӑнтармалла: пӗр кун — пӗркун (хальтерех), пӗр май — пӗрмай (ялан), ҫур утрав (утравӑн ҫурри) — ҫурутрав (материк пайӗ); ҫур ҫӗр (талӑк саманчӗ) — ҫурҫӗр (тавралӑх енӗ), арҫын ача (ар ҫын ача ҫырни ӑнланма йывӑрлатнӑ пулӗччӗ) т. ыт. те.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-18 21:51:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5844 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем